Alex-net çырать:
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче çĕнĕ Конституци йышăнма хатĕрленеççĕ. Çавна май хĕрÿ тавлашу пырать: Чăваш Республикин Президенчĕн чăвашла пĕлмелле-и е пĕлмесен те юрать? Эсир мĕнле шутлатăр?
Паллах, пĕлмелле! Пĕлмесен — вĕренмелле.
Чăваш чĕлхине вĕренсен — урăх тавракурăм. Вырăсла пĕлни вăл лайăх, анчах чăваш тĕнчине чăвашла пĕлсен çеç туйса илме пулать. Вырăс чĕлхи урлă — туяймастăн.
//Аксаков чăвашла пĕлмест теççĕ — ун валли вырăн тасатаççĕ-ши ĕнтĕ?